Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чăваш ачисен олимпиадине хутшăнакансене пĕлме!!!

16:09 12 ноября 2018 г.

Олимпиада чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче 14.00 сехетрен пуçласа 15.00 сехетчен пырать. Ку вăхăтра регистрациленмелле, ыйтусене хуравламалла, хуравсене ярса пама  («отправить» команда)  ĕлкĕрмелле. Регистрацие 10 минутра иртме сĕнетпĕр.  Ыйтусене  45 минутра хуравлама панă, 5 минутра – хуравсене ярса пама («отправить») сĕнетпĕр. Почта янă хыççăн «ответ записан» информаципе  «посмотреть баллы» команда тухать.

Ĕçе почтăпа яма юлашки минута ан хăварăр, мĕншĕн тесен 60 минут иртнĕ хыççăн олимпиада вĕçленет те, сирĕн хуравăрсем шута кĕмеççĕ, мĕн çырни пĕтĕмпе çухалать.

Олимпиада тест формипе иртет. Пурĕ 30 ыйтăва хуравламалла. Хуравланă ыйту патне каялла таврăнма май çук. Çавăнпа та ыйăва (ĕç условине) тимлĕ вулăр та тÿрех хурав парăр.

Пур ыйтăва та хуравланă хыççăн пĕтĕмĕшле балл тухать. Çак балсем тата ытти условисем тăрăх жюри çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртать.

Олимпиадăна хутшăнакансене пурне те регистрацире  çырнă адреспа сертификат ярса пама палăртнă.

Олимпиадăна хутшăнмалли, хутшăнма хатĕрленмелли тата заявка памалли адрес: https://sites.google.com/view/chrio6/

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428000 Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт,

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, наци вĕренĕвĕн центрĕ, 216-мĕш пÿлĕм.

Телефон  (8352) 58-46-44.

E-mail: chrio6@cap.ru.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика