Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш вăтам шкулĕ − ăсталăха туптакан ресурс центрĕ

09:22 17 апреля 2019 г.

2019 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедри йĕркелерĕ.

Л.Г. Афанасьева (Çĕнĕ Шупашкар хулин 4-мĕш шкул вĕрентекенĕ) «Пирĕн Республика» темăна 5-мĕш класра вĕрентесси», Е.Н. Николаева (Шупашкар хулин 6-мĕш шкул вĕрентекенĕ)«Кайăксем» темăна 5-мĕш класра вĕрентесси», Г.М. Назарова  (Шупашкар хулин 14-мĕш шкул вĕрентекенĕ) «Вăрман – çут çанталăк илемĕ» темăна 6-мĕш класра вĕрентесси», Н.К. Игнатьева (Шупашкар хулин 8-мĕш шкул вĕрентекенĕ) «Пирĕн Тăван çĕр-шыв – Раççей» темăна 7-мĕш класра вĕрентесси», А.В. Кривошеева «Вĕт шăрçа асамлăхĕ», И.В. Григорьева «Чăваш тĕрриллĕ закладка» ăста урокӗсем ирттерчĕç.

«Чăваш чĕлхи – пĕлÿ çăл куçĕ» урок тулашĕнчи ĕç те (С.А. Алексеева, Г.Л. Николаева, Л.В. Ишмуратова, Л.А. Набиева, Л.К. Севрикова, А.А. Такина) вĕрентекенсемпе хăнасен кăмăлне хăпартрĕ. Ачасем Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсене те юрларĕç, «Тăванлăх юррине» те шăрантарчĕç, хăйсен тĕрлĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Ăста урокĕсем хыççăн Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç. Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика