Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Л.П. Сергеев профессора халалланă ăслăлăхпа практика конференцийĕнче

15:10 04 июня 2019 г.

2019 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче паллă ученăй тата педагог Л.П. Сергеев профессор 90 çула çитнине халалланă «Нумай чĕлхелĕх тапхăрĕнчи наци чĕлхисемпе литературисем» темăпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцие Чăваш Республикин тата Раççейĕн ытти республикисемпе облаçĕнчен килнĕ ученăйсемпе студентсем, шкулта тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн делегацийĕ те пулчĕ: регион аталанăвĕ центрĕн директорĕ И.В. Ядранская,  педагогика ĕçченĕсен професси аталанăвĕ кафедрин ертÿçи А.Р. Федорова, çыннăн чун-чĕн аталанăвĕ центрĕн директорĕ С.П. Руссков, регион аталанăвĕ центрĕн ăслăлăх ертÿçĕ ĕçтешĕ Ю.М. Виноградов,  т. ыт. те. Делегацие институт ректорĕ филологи ăслăлăхĕн докторĕ Ю.Н. Исаев ертсе пычĕ.

Конференци пуçламăшĕнче Л.П. Сергеев профессора унăн унчченхи тата хальхи ĕçтешĕсем, учительсемпе студентсем тата ытти çывăх çыннисем 90 çул тултарнă ятпа саламларĕç, ученăй чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче тата вĕренÿре тунă пĕтĕм ĕçе тивĕçлипе пысăка хурса хакларĕç, профессора малашне те тухăçлăх кăтартма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Конференцин тĕрлĕ секцийĕнче пирĕн институтăн преподавателĕсем  (А.Р. Федорова, А.С. Егорова,  Н.В. Доброва,  Н.Г. Иванова,  В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, М.Г. Михуткина  т. ыт. те) чăваш чĕлхипе литература вĕрентĕвĕн, ку предметсене вĕрентессин паян куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем çинчен докладсем турĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика