alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Çăлтăрсен ушкăнĕ» хăнасене йышăнать

18:24 19 июня 2019 г.

«Çăлтăрсен ушкăнĕ» лагерьте хальхи вăхăтра «Эпĕ – полиглот» смена пырать. Ачасем тĕрлĕ чĕлхепе калаçма вĕренеççĕ, тĕрлĕ халăх культурипе паллашаççĕ, тĕрлĕ ĕçе вĕренеççĕ.

Çак кунсенче лагерьте чăваш чĕлхине халалланă тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Ачасем халăхăмăрăн пултаруллă çыннисемпе тĕл пулчĕç.  Чăваш Республикин искусство тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çыравçă, композитор Светлана Васильевна Асамат ачасене хăй çырнă сăвăсене вуласа, хăй кĕвĕленĕ юрăсене юрласа парса савăнтарчĕ.

Тĕнче шайĕнчи конкурссен лауреачĕ, паллă ăстаçă, юрăçă Роза Витальевна Степанова вара ачасене вĕт шăрçапа ĕçлессин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Ачасем вăл вĕрентсе-ертсе пынипе хăйсемех мăй çыххисем турĕç.

Тĕл пулусем çав тери ăшă лару-тăрура иртрĕç, хăнасем те, ачасем те питĕ кăмăллă юлчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика