Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Электрон хатĕрĕсемпе вĕренÿре усă курасси» темăпа семинар иртрĕ

08:00 28 января 2020 г.

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ  «Электрон хатĕрĕсемпе вĕренÿре усă курасси» темăпа семинар ирттерчĕ.

Семинар Элĕк вăтам шкулĕнче иртрĕ. Мероприятие Элĕк вăтам шкулĕн директорĕ Владислав Волков уçрĕ.  Владислав Константинович «ЯКласс» интернет ресурсăн вĕрентÿри пахалăхĕ пирки каласа пачĕ. Интернет ресурс вĕренÿ тухăçлăхне ÿстернинине ĕнентерчĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕн директорĕ Инесса Ядранская чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли электрон вĕренӳ кĕнекисен тытăмĕ, содержанийĕ çинчен каласа пачĕ. Вĕренÿ институтĕнче хатĕрленĕ тата хатĕрлемелли ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Элĕк вăтам шкулĕн пуçламăш класс вĕрентекенĕ Тамара Чашкова хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Пуçламăш класс учителĕсене Интернет уçлăхĕн сайчĕсемпе усă курмалли çул-йĕре кăтарса пачĕ.

Семинара Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенчен пурĕ 51 учитель хутшăнчĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине 1–4 классенче вĕрентекенсем малалла вĕренÿ хатĕрĕсен электрон формисемпе анлăн усă курасса шанатпăр, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика