alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 2020 çулта ирттерекен республикӑн пӗрлехи экзаменне хатӗрленер

08:33 05 февраля 2020 г.

Кӑҫал 9-мĕш класран вĕренсе тухакансенчен ытларахăшĕ хăйсем мĕнле экзамен тытассине палăртрĕç ĕнтĕ, çавна май экзаменсене тӑрӑшсах хатӗрленме пуҫларӗҫ. Вĕсене вĕрентекенсем те шкул ачисене патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацине хатĕрлеме тĕрлĕ курспа семинарта пулчĕç. 2020 çулта чăваш чĕлхипе пĕрремĕш тата иккĕмĕш хут экзамен тыттаракансем ыйтнипе Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри 2020 ҫулхи нарăсăн 20-22 мӗшӗсенче «Вĕренекенсене патшалăхăн чăваш чĕлхипе ирттерекен пĕтĕмлетӱ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ӱстересси» программӑпа вӗрентекенсен ӑсталӑхне ӳстерекен курс ирттерет. Чăваш чĕлхипе экзамен тытма кăçал хула шкулĕсенче вĕренекенсем те кăмăл туни пире савăнтарать, çавăнпа асăннă курса вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче вĕрентекенсене те йыхравлатпăр.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмӗпе тата тӗллевӗпе, текст тишкермелли методикӑпа паллашӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ фомӑсене алла илӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетӗҫ, шкул ачисен экзаменра тӗл пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерӗҫ.

«Вĕренекенсене патшалăхăн чăваш чĕлхипе ирттерекен пĕтĕмлетӱ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ӱстересси» программӑпа вĕренес текенсен chrio11@cap.ru адреспа çырса пĕлтермелле е Вĕренӳ институчĕн сайтĕнче on-lin завка памалла. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (8352) 58-38-44. 

Вĕренме килӗр! Экзамента «5» илтерме хатӗр пулӑр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика