alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вырсарни кун ыйхă кунĕ-и?

09:55 29 июля 2020 г.

7-мĕш класра чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕреннĕ «Сăмах майлашăвĕ» темăна аса илер-и? Эпĕ сире аса илтернисĕр пуçне çĕннине те каласшăн.

Кăçалхи утă уйăхĕн пирвайхи кунĕсенче чăвашсен кайăк ячĕсене тĕпчекен Леонид Петров чĕлхеçĕ манăн смартфона: «Тĕрĕк халăхĕ шутланакан карачайпа балкарсен ыйых ятлă кун ячĕ пур. Вулатăн та шăм-шак тÿрех лăнчă каять, çывăрас килет», — тесе çыру ячĕ. Çыру авторĕ карачайпа балкарсен кун ячĕсене пурне те каласа тухнă: баш кюн, геюурге кюн, бараз кюн, орта кюн, байрым кюн, шабат кюн, ыйых кюн. Эпĕ кун ячĕсене кюн сăмахран уйрăм çырнине асăрхарăм. Ятсен ретĕнче шабат сăмах пур. Вăл мана 7-мĕш класра усă куракан «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнекине /127- 129 стр./ кĕртнĕ «Кун ячĕсем» статьяна аса илтерчĕ. Ун авторĕ Тимухха Хĕветĕрĕ пирĕн шăмат сăмах авалхи еврей чĕлхинчен кĕнĕ тет. Ытти ята пĕлетĕп-ши?


Тутар-пушкăрт калаçнине ăнланакан çын баш сăмахăн чăвашла тÿр килĕвĕ пуç сăмах пулнине тавçăрса илме тивĕç. «Пуçла» пĕлтерĕш, Федор Тимофеевич çырнă тăрăх, пирĕн тунти ята никĕсленĕ ту глаголăн та пур. Орта ят та тутарла илтĕнет, эпир калакан варă, çурă сăмахсемпе тÿр килет. Чăнах та çапла-ши?
Интернета кĕтĕм те — Кабардин-Балкар патшалăх университечĕн карачайпа балкар филологийĕн кафедрин пуçлăхĕ Мусса Кетенчиев профессор, çав кафедрăн доценчĕсем Аминат Дудаевăпа Мариям Ахматова çырнă «Карачайпа балкар чĕлхин кун ячĕсене нумай енчен тишкерни» статьяна /«Балтийский гуманитарный журнал», 2019. — 8 т. — 2/27/ номер. — 248-251 стр./ тупрăм. Вулатăп та — пуçа малтан килнĕ шухăш тĕрĕсех иккен.


Авторсем кун ячĕсем кюн сăмахпа пăхăнуллă çыхăнура тăнине палăртаççĕ, кун ячĕсен пĕлтерĕшне, этимологине халăх сăмахлăхĕ çине таянса ăнлантараççĕ. Çавăнпа ытти ят пĕлтерĕ-шне те тупма пулать. Акă эрнен иккĕмĕш кунĕн ячĕ геюурге, пиллĕкмĕш кунĕн ячĕ байрым карачайпа балкар чĕлхине христиан тĕнĕпе кĕнĕ. Иккĕшĕ те пайăр ятсенчен /Георгий, Мария/ пулнă. Пайăр ятран пулнă кун ячĕ тата тепре пур. Вăл — эрнен çиччĕмĕш кунĕн ячĕ ыйых. Христиан тĕнне йышăничченхи пурнăçа кăтартакан мифсенче пĕр çветтуя Ыйых тенĕ. Çапла вара, карачайпа балкар чĕлхинче усă куракан ыйых сăмахпа пирĕн ыйхă /ыйăх/ сăмаха тăванлатма май çук.


Эрнен виççĕмĕш кунĕсем çав кунсенче ирттерекен йăлапа кăна пĕр пекрех пулнă: карачайсемпе балкарсем вутпа шыва кĕлтăвас йăлана тытса пурăннă /ăна фарас тенĕ/; чăвашсем вилнисене асăнса выльăх пусса юн кăларнă /кунĕ юн ят туяннă/.


Карачайпа бал карсен пирĕн чĕлхепе питĕ çывăхлататкан ят — шабат. Вăл пирĕн чĕлхене, çав шутра карачайпа балкар чĕлхине, авалхи еврей чĕлхинчен Кавказпа Азов тапхăрĕнчех кĕнĕ курăнать. Сăмах май, еврей чĕлхинче шабат сăмахăн саббат варианчĕ те пулнă. Кун ячĕ шучĕпе шабат вариант пирĕн чĕлхене шăмата куçса вырнаçнă. Саббат вариант хăй вырăнне вырăс чĕлхинче тупнă. Вырăссем саббатран суббота тунă.


Пĕтĕмлетсе çапла каламалла: этимологи енчен пирĕн кун ячĕсем карачайсемпе балкарсен кун ячĕсемпе тÿррĕн çыхăнман, çапах параллель тунтипе юн кунсенче ирттерекен йăла- йĕркере сисĕнет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий ВИНОГРАДОВ,
вĕренÿ кĕнекисен авторĕ.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика