Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе ирттернĕ интернет олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕ

14:25 16 ноября 2020 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе «Чĕлхе пĕлĕвĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕн историйĕ» интернет олимпиада ирттерчĕç.

Интернет олимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕн вĕренÿ организацийĕсенче 5-6 классенче вĕренекен 963 ача хутшăнчĕ, вĕсенчен – чăваш шкулĕн 5-6 класĕсенче вĕренекен 553 ача, вырăс шкулĕн 5-6-мĕш класĕсенче вĕренекен 410 ача. Республика тулашĕнче вĕренекен  ачасем кăçалхи олимпиадăна 47-ĕн хутшăнчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, интернет олимпиадăна çулсерен Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Патăрьел, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Вăрмар, Муркаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, районĕсенчи шкул ачисем хастар хутшăнаççĕ.

Жюри хуравсене тимлĕ пăхса тухнă хыççăн çакна палăртрĕ: тест формипе панă ыйтусене ачасем ытларахăшĕ тĕрĕс хуравланă.

Йанăшсем, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхине пĕлменнипе тата вырăс чĕлхи витĕмĕпе пулаççĕ.

Интернет олимпиадăна хутшăннă пур ачана та, вĕрентекене те тав тăватпăр.  Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр. 

Олимпиадăна хутшăнакансене сертификат регистраци тухнă чух кăтартнă адреспа ярса параççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене диплом парса чыслаççĕ. Дипломсем хатĕрри çинчен институт сайтĕнче хушма информаци пулать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика