Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хăйсен ăсталăхне ÿстерчĕç

18:45 27 ноября 2020 г.

2020 çулхи чÿк уйăхĕн 02-27-мĕш кунӗсенче Чăваш Республикин Вĕренÿ институтĕнче тăван (чăваш) чĕлхе тата литературăна вĕрентекенсем хӑйсен пӗлӗвне ӳстерчӗҫ. Пурĕ 34 педагог инçет мелпе вӗренчӗҫ, вĕсем хушшинче Чăваш Республикин кăна мар, Тутар Республикин шкулĕсенче вăй хуракансем те пулчĕç.

«Тăван (чӑваш) чӗлхипе литературине Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен çĕнĕ программăсемпе вӗрентесси» ятлă пĕрремĕш модульпе чăваш чĕлхипе тата литературипе хатĕрленĕ тĕслĕх программăсен содержанине, тытăмне тишкерчĕç, ĕç программисем çырма хăнăхрĕç.

«Тăван (чӑваш) чӗлхине Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе вӗрентесси» тата «Тăван (чӑваш) чӗлхипе литературине Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе вӗрентесси» модульсемпе килĕшÿллĕн учительсем çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисемпе, вĕсен электрон формисемпе паллашрĕç, вĕсемпе ĕçлес вăрттăнлăхсене алла илчĕç.

Юлашкинчен вӗрентекенсем «Çĕнĕ технологисемпе цифрăллă хутлăх – вĕренÿ пахалăхне ÿстермелли майсем» модуле суйласа илчӗҫ, вĕренÿри инçет технологисемпе, онлайн-уроксем ирттермелли платформăсемпе паллашрĕç, хутшăну тетелĕсемпе мессенжджерсен вĕренÿ ĕç-хĕлĕнчи вырăнне палăртрĕç, вĕренÿ материалне Интернетра упрама тата пĕр-пĕринпе ылмаштарма вĕренчĕç, урок валли вĕренÿ материалне хатĕрлес ăсталăха туптарĕç.

Вĕренÿ пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика