Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕрентекенсен вĕрентекенне халалланă конференци ăнăçлă иртрĕ

18:23 22 января 2021 г.

2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Юрий Михайлович Виноградов педагог, филологи наукисен кандидачĕ, доцент 75 çул тултарнине халалласа «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнин ăслăлăх никĕсĕ» ăслăлăхпа практика конференцийĕ ирттерчĕ.

ZOOM хушăм урлă йӗркеленĕ ăслăлăх канашлăвне Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Чĕмпĕр, Самара облаçĕсенчен наука ĕçченĕсем, аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан преподавательсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, вулавăш ĕçтешĕсем, тутар, пушкăрт, ирçе чĕлхи вĕрентекенсем, учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институт преподавателĕсемпе методисчĕсем, студентсем хастар хутшăнчĕç.

Конференцие Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев уçрĕ, вăл ăслăлăхра тата вĕрентÿре Ю.М. Виноградовăн тÿпи пĕлтерĕшлĕ пулнине пысăк хак пачĕ, Юрий Михайлович вĕрентекенсен вĕрентекенĕ пулнине палăртрĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалисчĕ Ирина Степанова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Алевтина Долгова, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров ăшшăн саламларĕç.

Тухса калаçакансем юбилярăн пĕтĕм пурнăçĕ вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе, меслетлĕх тата шкул кĕнекисем хатĕрлессипе çыхăннине палăртрĕç.

Конференци ячӗпе Вӗренӳ институчӗн библиотекарӗ Ирина Яковлева "Ю. М. Виноградов  - паллӑ тӗпчевҫӗ, ӑста вӗрентекен" кӗнеке куравӗ йӗркелерӗ.

Хисеплӗ ӗтешĕмĕре, юлташăмăра, вĕрентекенĕмĕре, ĕçчен те пултаруллă Юрий Михайловича тăван чĕлхе ĕçсем тума чăтăмлăхпа хавхалану, ăнăçу, ырлăх-сывлăх тата çирĕп вăй-хал сунатпăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика