Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ» сочинени конкурсĕ иртрĕ

19:01 26 февраля 2021 г.

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политики министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле республика шайĕнче «Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ» темăпа ирттернĕ сочинени конкурсне пĕтĕмлетрĕ.

Конкурса Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа çыхăнтарнă. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 9-11 класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем сочиненисене чăвашла çырчĕç.

Республика шайĕнче кĕретсĕр (заочно) ирттернĕ тапхăра 20 районтан тата 3 хуларан (Çĕмĕрле, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар) 63 ĕç тăратнă. Жюри членĕсем чи лайăх ĕçсен авторĕсем хушшинче конкурс çĕнтерÿçине палăртрĕç, чи пысăк балл пухса мала Васильева Мария, Вăрнар районĕн Аçăмçырма вăтам шкулĕн вĕренекенĕ тухрĕ. Конкурс призёрĕсем  Хрусталева Лариса (Муркаш вăтам шкулĕ), Петрова Екатерина (Сĕнтĕрвăрри районĕ, Шуршăл шкулĕ), Семёнов Алексей (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ), Иванова Юлия (Вăрмар районĕ, Ҫӗнӗ Кинчер шкулĕ), Галкина Елизавета (Вăрнар 2-мĕш шкулĕ), Павлова Мария (Çĕрпÿ районĕ, Апакасси шкулĕ), Малеева Анастасия (Шăмăршă районĕ, Кивĕ Чукал шкулĕ) пулчĕç.

Конкурсăн кĕретсĕр (заочно) тапхăрне хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявкăра кăтартнă электрон адресĕпе ярса паратпăр. Çĕнтерÿçĕсен дипломĕсем хатĕрри тата хăçан алла парасси çинчен ятарласа пĕлтеретпĕр.

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене, вĕсен ертÿçисене пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр! Малашне те ăнăçу пултăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика