Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сценарисен конкурсне пĕтĕмлетрĕмĕр

16:37 30 марта 2021 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ воспитательсемпе учительсем çырнă сценарисен черетлĕ конкурсне ирттерчĕ.

Конкурса тĕрлĕ вĕренÿ организацийĕнче ĕçлекен педагогсем хутшăнчĕç. Жюри пурĕ 193 ĕç пăхса тухрĕ. Вĕсенчен «Ача ашшĕ-амăшĕн пухăвĕн сценарийĕ» номинацире – 7 ĕç, «Класс сехечĕн сценарийĕ» – 19 ĕç, «Спорт мероприятийĕн сценарийĕ» – 10 ĕç, «Уроксем хыççăнхи мероприятин сценарийĕ» – 46 ĕç, «Уяв сценарийĕ» – 111 ĕç пулчĕ.

Хаклав критерийĕсене (хальхи вĕренÿ ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисене тивĕçтерни, вĕренекенсен ÿсĕм тата пĕлÿ шайне шута илни, мероприятин хăйне евĕрлĕхĕ, çĕнĕлĕхсем пурри) тĕпе хурса жюри 96 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ.

Конкурса тăратнă сценарисенчен ытларахăшĕ чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă (Сурхури, Мăн кун, Çăварни), патшалăх уявĕсене уявламалли сценарисем шутĕнче – Чăваш чĕлхи кунне ирттересси, Çĕнĕ çул уявĕ, Хĕрарăмсен кунне уявласси, Çĕнтерÿ кунне уявлани.

Çитменлĕхсем те пур паллах. Пире, тĕпрен илсен, чĕлхе кăлтăкĕсем пăшăрхантараççĕ. Вĕсем, нумай çĕрте, грамматикăна, пуплев нормисене пĕлменнипе çыхăннă. Грамматикăра вырăс чĕлхи витĕмĕ палăрать.

Конкурса тăратнă хăш-пĕр ĕçпе «Халăх шкулĕ» журналăн номерĕсенче паллашма пулĕ.

Конкурса хутшăннине ĕнентерекен сертификатсене тата çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсене заявкăра кăтартнă адреспа (электрон формăпа) ярса пама палăртнă.

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, ĕçре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр. 

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

Телефон 8(8352)45-99-96

E-mail: chrio6@cap.ru .

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика