Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чăваш диктант çырчĕ

22:12 30 апреля 2021 г.

Паян, 2021 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче,  чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2021» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Диктант тĕрлĕ майпа çырчĕç.

Хăйсем пурăнакан вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 FM, 105.0 FM тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тÿрĕ эфирта итлерĕç, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче панă ссылкăпа çырма пултарчĕç. Константин Доброхотов блогер вуланине Инстаграм хутшăну тетелĕнче пăхса-итлесе çырчĕç.

Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче; И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче, Чăваш Республикин наци библиотекинче, пурăнакан вырăнта вырнаçнă шкулсенче çырчĕç.

Пĕрремĕш пĕтĕмлетÿ диктанта 7276 çын хутшăннине палăртрĕ:

Чăваш Республики – 5713;

Тутарстан Республики – 547;

Пушкăртстан Республики – 704;

Чĕмпĕр облаçĕ – 284;

Ханты-Мансийск – 12;

Мускав – 10;

Санкт-Петербург – 4;

Киров облаçĕ – 1;

Тюмень хули – 1;

257 çын хăйсем çырнă ĕçсене Интернетпа ярса пачĕç.

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче çырнисенчен тата Интернет урлă çитернисенчен «5» паллă илнисем

Тĕрлĕ регионта çырнисенчен «5» паллă илнисем

Хальлĕхе уçайман е вуланайман çырусем те пур, вĕсемпе малалла ĕçлĕпĕр. Списока пĕр евĕрлетсе йĕркелесе çитерейменшĕн каçару ыйтатпăр. Çыракансемшĕн результатсем кăсăклă пулĕç тесе малтанласа çакăн пек список та пулин тăратас терĕмĕр.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика