Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр!

08:43 28 мая 2021 г.

Ачасене мĕн пĕчĕкренех тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш чĕлхин илемне, çепĕçлĕхне туйма вĕрентес тĕллевпе  республикăри ача сачĕсем хушшинче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле «Хунав» фестиваль ирттерчĕç.

Фестивалĕн республика тапхăрне муниципалитет шайĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă ачасемпе ушкăнсем 300 ытла ача хутшăнчĕ. Сăвă калакан, юрлакан, юмах лартакан ачасем республикăн 20 районĕнчен тата  4 хулинчен пулчĕç.

Жюри членĕсем ачасен ĕçне видео пăхса хакларĕç. Пурĕ 32 çĕнтерÿçĕпе призёр палăртрĕç.

Фестиваль «Илемлĕ чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацисемпе иртрĕ. Кашни номинацинче ачасен ĕçне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче халăх артистки Лидия Попова, паллă юрăç Тамара Ишмуратова, С.М. Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕн директор çумĕ Ирина Юркина тата вĕренÿ институчĕн ĕçтешĕсем пулчĕç. Пĕтĕмпе вĕсем 77 номер хакларĕç. Жюри членĕсем ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене вĕренÿ министерстви асăнмалăх диплом парса хавхалантарĕ. Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсемпе (видеосюжетсемпе) «Наци вĕренĕвĕ» баннерта «Хунав» папкăра паллашма пулать.

Дипломсем каярах пулĕç, вĕсене килсе илмелли çинчен информаци Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче пулĕ. Сертификатсене заявкăра кăтартнă адреспа çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен ярса пама палăртнă.

Фестивалĕн çĕнтерÿçисене тата вĕсене хатĕрлекен педагогсене тав тăватпăр. Малашне те хастарлăх сунатпăр.

Телефон 8(8352) 45-99-96

e-mail: chrio6@cap.ru ; chrio4@rchuv.ru ; chrio18@rchuv.ru .

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика