Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

13:42 25 ноября 2021 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерчĕ.

Конкурс тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси пулчĕ. Кунсăр пуçне министерство ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас тĕллев те лартрĕ.

Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркелесе пычĕ.

Конкурсăн республика тапхăрне 7-8-мĕш классенче вĕренекен 26 ача хутшăнчĕ.

Видеороликсен «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава» конкурсĕ пире хăйĕн çĕнĕлĕхĕпе килĕшрĕ. Çĕнĕлĕх ĕçсен теминче, ятĕнче, содержанийĕнче палăрать. Нумай автора харăсах сценарист та, постановщик та, режиссер та, оператор та теме пулать. Кашниех хăйĕн тăван çĕр-шывне юратать, унăн илĕртÿлĕхне кăтартма тăрăшать. Тавралăх илемĕ, урамсемпе çуртсен пысăкăшĕпе капăрлăхĕ, ял çыннисен хастарлăхĕпе тăрăшулăхĕ куç умне кĕрет тухса тăрать. Авторсем тавралăхпа, ялпа, ун çыннисемпе мухтанаççĕ, куракана хăйсем патне хăнана чĕнеççĕ. Чăннипех çитсе курас килсе каять. Чун ял пурришĕн хĕпертет.

Паллах, шкул ачисен режиссер, оператор ĕçне ятарласа вĕренмен. Çавăнпа роликсенче калтăксем те çук мар. Çавăнпа вĕренес пирки шухăшламалла. Ку е вăл çитменлĕх калаçупа çырура та пур. Ак нумай ĕçчен тес вырăнне нумай нумай ĕçченсем тенине илтме пулать, Запятой кирлĕ мар çĕртенех Тайма пуç, сана! тесе çырнине асăрхарăмăр.

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава» йышши конкурссем малашне те пулĕç. Вĕсенче ÿсĕм палăрмаллах пуласса шанатпăр. Кăçалхи конкурса хутшаннă шкул ачисемпе учительсене, вĕсене пулăшакансене пурне те саламлатпăр Ятарлă салам çĕнтерÿçĕсене калатпăр! Малашне те ĕçĕр ăнса пытăр!

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене дипломсемпе чыслĕç, конкурса хутшăннă ачасене сертификат парса хавхалантарĕç. Документсем килсе илмелли çинчен институт сайтĕнче пĕлтерÿ пулать.

Оргкомитетăн çыхăну мелĕсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru ; chrio6@cap.ru 

Телефон: 8(8352)45-99-96

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен списокĕ

 

       

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика