Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Педагогика практикумĕ: чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе тата культурăсемпе çыхăнтарса вĕрентетпĕр

15:53 26 ноября 2021 г.

«Педагогика практикумĕ» проектпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ кашни кĕçнерни кун вĕренÿ ĕçĕнчи меслетлĕх вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать.

2021 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче практикум чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем валли иртрĕ. Практикума Вĕренÿ институчĕн Youtube видеохостингри каналĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулин 2-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Оксана Ильина ирттерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, тăван чĕлхене ытти чĕлхесемпе тата культурăсемпе танлаштарса вĕрентни ачасен харкам мехелне палăртма пулăшать, тавра курăмне аталантарать, ăс-тăнне çивĕчлетет, хăйĕн тăван культурине ыттисеннипе танлаштарса ăна тата та вăйлăрах хисеплеме, унпа мухтанма майсем туса парать.

Оксана Ильина калаçăвне çак ссылкăпа итлеме пулать:

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн YouTube-каналĕ

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика