alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Енĕн Мухтавлă ентешĕсен çулне фестивальпе пуçлатпăр

08:35 03 января 2022 г.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2022 çулта Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкне уявлаççĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш халăх поэчĕн П.П. Хусанкайăн ятне халăх асĕнче упраса хăварас, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе «Хусанкай вулавĕсем − 2022» фестиваль ирттерет.

Фестиваль дистанци мелĕпе иртет, унта вĕрентекенсемпе пур ÿсĕмри ачасем те хутшăнма пултараççĕ. Видеоматериалсене заявкăпа пĕрле кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: https://forms.gle.

Пĕлсе тăма: Петр Петрович Хусанкай (1907-1970) – сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, критик. Петӗр Хусанкайӑн виҫӗ сӑвви чи пӗрремӗш хут 1924 ҫулта «Сунтал» журналта пичетленнӗ. Хӑйӗн чӗрине тӑван халӑха парнелесе хӑварнӑ ҫыравҫӑ ӗмӗр тӑршшӗпе ҫырнӑ, вуланӑ, куҫарнӑ, чӑваш чӗлхине тӗнчене ҫити ҫӗкленӗ.

1997-2006 ҫулсенче Петӗр Хусанкайӑн ултӑ томлӑ ҫырнисен пуххи пичетленсе тухнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ ача-пӑча валли те сахал мар ҫырнӑ. «Вӑрман юрлать» сӑвӑ ярӑмӗ, «Тӑван ҫӗршыв» поэма тӑван ҫӗрӗн пуянлӑхӗпе илемне сӑнласа, чӑваш ҫӗр-шывне мухтаса юрлакан гимн пек янараҫҫӗ, чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ хускатаҫҫӗ, тӑван ҫӗр-шывӑмӑран  илемне, пуянлӑхне кӑтартаҫҫӗ. 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика