Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паллă çынсене халалланă сценарисен конкурсĕ пуçланчĕ

16:18 10 января 2022 г.

Паллă çынсене халалланă сценарисен конкурсĕ пуçланчĕ
(рис.Татьяны Александровой)

Мухтавлă ентешсене халалланă чăвашла уяв сценарийĕ пуçтарас, тăван чĕлхене, литературине тата культурине аталантарас енпе творчествăллă ĕҫлекен педагогсене тупса палăртас, вĕсен паха опытне сарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ сценарисен «Чăвашла уяв янратăр!» конкурсне ирттерет.

Конкурса хутшăнакансем:

шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче, хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче, професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен педагогсем.

Конкурс номинацийĕсем:

- «Класс сехечĕн сценарийĕ»,

- «Уроксем хыççăнхи мероприятин сценарийĕ».

Конкурс кĕретсĕр (заочно) формăпа иртет.

Конкурса хутшăнакан педагогăн https://forms.gle/ ссылкăпа 2022-мĕш çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 22-мĕшĕччен

 хăй хатĕрленĕ чăвашла ирттермелли мероприяти сценарине тата квитанци ярса памалла.

Титул листне çырмалли йĕркене положенин хушăмĕнче (приложенире) кăтартса панă.

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ (217-мĕш пÿлĕм)

Телефон 8(8352)45-99-96

E-mail: chrio4@rchuv.ru ; chrio18@rchuv.ru .

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика