Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Канаш районĕнчи Сиккассинчи А.И. Миттов ячĕллĕ вăтам шкулта тĕлпулу иртрĕ

10:30 21 января 2022 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Юрий Артемьев профессор, «Халăх шкулĕ – Народная школа» журнал ĕçченĕсем учительсемпе, шкул ачисемпе тĕл пулчĕç.

Паллă литература пĕлĕвçи, критик, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ Юрий Артемьев кăçалхи январĕн 30-мĕшĕнче 81 çул тултарать. Сиккасси – унăн çуралнă енĕ. Чаплă ентешĕмĕрсен çулталăкĕнчи пĕрремĕш тĕл пулу уншăн уйрăмах хумхануллă. Савăнмалли те, куççуль юхтарса каласа памалли те чылай унăн аса илĕвĕнче. Юрий Михайлович вĕрентекенсемпе вĕренекенсене хăйĕн ачалăхĕ, ялтан тухса кайнă хыççăнхи кун-çулĕ, паянхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки кăсăкли нумай пĕлтерчĕ. Сумлă хăнана литература пĕлĕвĕн уçлăхĕнче, вĕрентÿ анинче хăварнă ĕçĕсемшĕн чунтан тав турĕç, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

«Халăх шкулĕ  – Народная школа» журнал ĕçченĕсем пĕлтĕр 80 çулхи юбилея халалласа Юрий Артемьевран пысăк интервью илнĕччĕ.  Вĕсем ентешĕмĕр пирки туллин 2021 çулхи иккĕмĕш номерте вуласа пĕлме май пуррине аса илтерчĕç, шкула журнал номерĕсен пуххине парнелерĕç. Педагогсем ăна юратса вулаççĕ, çырăнсах тăраççĕ.  Хăйсем ирттерекен урок, класс тулашĕнчи ĕçсен сценарийĕсене, методика кăтартăвĕсене журнал страницисенче пичетлесе кăлараççĕ. Çак çыхăну малашне те татăлмасса шантарчĕç вĕсем.

Сиккасинчи вăтам шкулта вĕрентекенсем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Юрий Исаев ректор вĕсене малашне те пур енлĕн пулăшу пама хатĕррине каларĕ, институт юлашки вăхăтра тăвакан ĕçсемпе, çĕнĕлĕхсемпе,  çитенÿсемпе паллаштарчĕ. 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика