alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăстаçăсен лаççине килĕрех!

13:26 24 января 2022 г.

Творчествăллă ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсене тупса палăртас, чăваш чĕлхине вĕрентсе пухнă паха опыта сарас, чĕлхене упраса хăвармалли тата аталантармалли условисем тăвас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле чăваш чĕлхине вĕрентекенсен конкурсне ирттерет.

Конкурса Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен воспитательсем хутшăнаççĕ.

Конкурс номинацийĕсем:

  1. «Çĕнĕ мел шутласа кăларакан учитель» (новатор)
  2. «Ăстаçă учитель»
  3. «Çамрăк учитель»
  4. «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕн чăваш чĕлхипе кăсăклантаракан чи лайăх воспитатель»
  5. «Меслетлĕх ĕçĕсен пултаруллă авторĕ».
  6. «Тăван чĕлхен хастар управçи» ятарлă номинаци.

Номинацисен ятне, йышне улăштарма ирĕк пур. Ку ирĕкпе усă курса йĕркелÿ комитечĕ тивĕçлĕ йышăну тăвать.

Конкурс материалне чăвашла та, вырăсла та çырса тăратма юрать.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртет:

  • 1-мĕш тапхăр – кĕретсĕр (заочно);
  • 2-мĕш тапхăр – кĕретлĕ (очно).

1-мĕш тапхăра хутшăнма конкурсантăн chrio18@rchuv.ru адреспа 2022 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕччен заявкăпа пĕрле çак документсемпе материалсене ярса памалла:

1. «Манăн педагогикăра тупнă тĕп шухăш» темăпа хатĕрленĕ эссе (*pdf, *doc, *docx форматсемпе 4 страницăран ытла çырмалла мар).

2. Наукăпа методика енĕпе хайланă меслет сĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем (пĕр е темиçе файл).

3. Чăваш чĕлхипе е литературипе ирттернĕ урокăн видеофрагменчĕ (10 минутран ытла мар). Видеофрагмента уçласа илмелли ссылка памалла.

4. Урокăн видеофрагментне методика тĕлĕшĕнчен тишкерсе пани (вырăсла е чăвашла).

Пĕрремĕш тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса жюри финалистсене палăртать. Вĕсем иккĕмĕш тапхăра хутшăнаççĕ.

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ака уйăхен 21-мĕшĕччен иртет.

2-мĕш тапхăра хутшăнаканăн:

1) конкурса тăратнă урок фрагменчĕпе ăсталах урокĕ ирттермелле,

2) «Чăваш тумĕ – подиум çинче» кăтартăва хутшăнмалла, тăхăннă чăваш тумĕ çинчен каласа памалла.

Пĕрремĕш тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса жюри финалистсене палăртать. Вĕсем иккĕмĕш тапхăра хутшăнаççĕ.

Конкурсăн пур тапхăрĕ те иртнĕ хыççăн кашни номинацин çĕнтерÿçисем (1, 2, 3 вырăнсем) пулаççĕ.

Конкурсра чи нумай балл пухнă учителе çĕнтерÿçĕ ятне параççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсем тата ятарлă парнесем парса чыслаççĕ.

Çыхăну адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 217-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ)

Телефон 8 8352 45-99-96

E-mail: chrio18@rchuv.ru .

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика