Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хусанкай вулавĕсем – 2022» фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене саламлатпăр

11:54 26 января 2022 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2022 çулхи кăрлачăн 12 – 24-мĕшĕсенче П. Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивалĕ иртрĕ.

Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе кăтартрĕç.

Çакна палăртмалла, ачасен сăвă ритмĕпе рифмине тытса пырас хăнăху çирĕп вăй илсе пырать. Чи килĕшекенни вăл – фестивале хутшăнакан сăвă темине, П. Хусанкай шухăш-кăмăлне ăнланни, ăшри ырлăха сăмах витĕмĕпе кăтартма ăсталăх çитерни.

Ачасемпе пĕрлех фестивале вĕрентекенсем, воспитательсем тата культура ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç, вĕсем Петĕр Хусанкай çырнă хайлавсене илемлĕ вуларĕç.

Пăшăрхантараканни – конкурса хутшăнакансенчен çурри ытла «Таня» поэма сыпăкĕпе «Тилли юррисем» ярăмри «Мехел» сăвва вулани. Малашне фестивале хутшăнакансен шкул программине кĕртнĕ сăвăсене кăна вуламалла мар, ун картинчен те тухас пулать. Картаран тухма пултарни вĕрентекен чăваш литературине пĕлнине тата унăн тавра курăмĕ анлă иккенне кăтартать.

Çитес çулсенче пурин те ăсталăха кăтартас пирки кăна мар, видеоролика инструкцие пăхăнса çырасси çине тимлĕх уйăрмалла, жюрие çирĕпленнĕ технологипе килĕшÿллĕ ярса пама тăрăшмалла.

Мĕн пур ачапа вĕрентекене вулава хутшăннăшăн тав тăватпăр. Уйрăм тав сăмахĕ ачасен ертÿçисене калас килет. Вĕсене пурне те саламлатпăр!

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене дипломсемпе чыслĕç, конкурса хутшăннисене сертификат парса хавхалантарĕç. Дипломсем хатĕр пулсан сайтра çырса пĕлтеретпĕр.

Ыйтса пĕлмелли телефон – 89050293941(Людмила Германовна Петрова).

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен списокĕ

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика