alt=

Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

09:11 18 мая 2022 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ кăçал пĕрремĕш хут «Несĕл эткерлехĕ» конкурс ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн культурине çемьере тытса пырасси, йăли-йĕркине, ăсталăхне упраса хăварасси.

Конкурса чăвашлăха упракан 25 çемье хутшăнчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсенчен тăххăрăшĕ «Эпир – туслă кил-йыш» номинаципе, тепĕр тăххăрăшĕ – «Пирĕн тăван кĕтес» номинаципе, виççĕшĕ – «Эпир тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркисене кил-йышра тытса пыратпăр!» номинаципе, тăваттăшĕ – «Ĕмĕр-ĕмĕр янра эс, тăван чĕлхем» номинаципе пулчĕç.

Видеороликсенче конкурсантсем çемьен пурнăçне, кил-йыш тĕп вырăна мĕне хунине, наци традицийĕн, культурин уйрăмлăхĕсене уçса пачĕç,  тăван ялăн, хулан, республикăн паллă вырăнĕсем çинчен каласа пачĕç.

Жюри членĕсем кашни ĕçпех тимлĕ паллашрĕç, 6 çĕнтерÿçĕпе 14 призёра палăртрĕç.

Конкурса хутшăннă çемьесене пурне те тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене саламлатпăр. Ĕçре, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр!   

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ дипломсем парса хавхалантарĕ. Конкурса хутшăнакан кашни çемье сертификат илĕ. Дипломсене вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн центрне (Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5 çурт, 217 пÿлĕм) кĕрсе илме ыйтатпăр.

 

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

Телефон 8(8352)45-99-96 (регион аталанăвĕн центрĕ),

e-mail: chrio4@rchuv.ru; chrio18@rchuv.ru.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика