www.chrio.cap.ruОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чăваш чěлхипе çырнă экзамен ěçěсене хаклама хатěр

16 мая 2019 г.

2019 çулхи çу уйăхěн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтěнче «Чăваш чěлхипе пулакан предмет результачěсене хакласси» семинар иртрĕ.

Семинара чăваш чĕлхипе тытакан республикăн пĕрлехи экзамен ĕçĕсене хаклакан экспертсем пуçтарăнчěç. Вěсем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вěренěвěн кафедрин ертÿçи А.С. Егорова ертсе пынипе экзамен ěçěсене хакламалли критерисене аса илчěç,  шкул ачисен иртнӗ экзаменра тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерӗҫ. Унтан 9-мĕш класс пĕтерекенсен пӗлӗвне тӗрӗслес-хаклас хăнăхăва ачасен ĕçĕсене тишкерсе аталантарчĕç.

Аса илтеретпěр, чăваш чĕлхипе тытакан республикăн пĕрлехи экзаменě кăçал çу уйăхěн 24-мěшěнче иртет. 9-мěш класс пěтерекенсене экзамен ěçне питě лайăх çырса чи пысăк балсем илме ăнăçу сунатпăр.

Источник: БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Постоянный адрес в Интернет: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=121&id=4084859


1997-2019 Официальный портал органов власти Чувашской Республики
© При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна