www.chrio.cap.ruОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
«Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» сочинени конкурсĕ малалла пырать

09 октября 2017 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» сочинени конкурсĕ ирттерет.

Сочинени конкурсне Раççейре экологи çулталăкне Чăваш Республинче Аннепе атте çулталăкне ирттермелли планпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем – сочинени çырас традицине чĕртесси, ачасен шухăшлавне, аталантарсси; пултаруллă ачасене тупса палăртасси; тăван çĕре-шыва, атте-аннене хисеплеме, упрама хăнăхтарасси.

Конкурса 9-11-мĕш класра вĕренекенсем тата професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕн вĕренекенĕсем хутшăнаççĕ. Сочинение чăвашла та, вырăсла та çырма юрать.

Сочинени темисем:

1)   Тăван çĕр-шыва юратасси çемьерен пуçланать

2)   Ашшĕ-амăшĕн тивлечĕ ачашăн ырă тĕслĕх

3)    Çĕр анне хуçана çеç юратать

4)   Чăваш çыравçисен хайлавĕсенче кăтартнă атте-анне ырă санарĕсем

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕренÿ организацийĕсенче иртет. 2017 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен пĕрремĕш тапхăра ирттерсе çĕнтерÿçĕсене палăртмалла. Вĕренÿ организацийĕнче мала тухнă 3 ачан сочиненине иккĕмĕш тапхăра chrio6@сар.ru адреспа заявкăпа пĕрле ямалла е Чăваш Республикин вĕренÿ интститутне 216-мĕш пÿлĕме юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен кĕрсе памалла.

Пирĕнпе çыхăнмалли адрес: Шупашкар, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт

E-mailchrio6@cap.ruнаци вĕренĕвĕн центрĕ

(центр национального образования)

Телефон: 8352 584644 

Тĕплĕнрех>>>

Постоянный адрес в Интернет: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=121&id=3660215


1997-2017 Официальный портал органов власти Чувашской Республики
© При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна