Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Туслăх хĕлхемĕ

Çулсеренех Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль йĕркелет. Фестивалĕн тĕллевĕ – шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртасси.

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ пуш уйăхĕнче ирттерчĕ. Унта муниципалитет шайĕнче мала тухнă пуçламăш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш тата Тутар Республикинсенчи, Самар тата Ульяновск облаçĕсенчи хастарсем пулчĕç.

Жюри членĕсем 129 пултарулăх номерне хакларĕç. Фестивалĕн «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши» номинацийĕсенче пурĕ 54 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕç.

Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсемпе (видеосюжетсемпе) «Наци вĕренĕвĕ» баннерта «Туслăх хĕлхемĕ» папкăра паллашма пулать.

Фестивалĕн çĕнтерÿçисене тата вĕсене хатĕрлекен педагогсене тав тăватпăр. Малашне те ăнăçу тата хастарлăх сунатпăр.

Дипломсем каярах пулĕç, вĕсене килсе илмелли çинчен информаци Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче (http://chrio.cap.ru) пулĕ. Сертификатсене заявкăра кăтартнă адреспа ака уйăхĕн 5-мĕшĕччен ярса пама палăртнă. 

Йĕркелÿ комитечĕ:

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,

телефон: 8(8352)45-99-96,

e-mail: chrio6@cap.ru  .

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика