Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Вĕренÿ институчĕ çинчен

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çăмрăксен политики министерствин специалистсен хушма професси вĕренĕвĕн (квалификаци ÿстерекен) «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» бюджет вĕренÿ учрежденине 1934 çулхи пуш уйăхĕн (мартăн) 9-мĕшĕнче уçнă. Çак вăхăтран пуçласа Чăваш енĕн учителĕсен ăсталăхне ÿстерес енĕпе тĕллевлĕ ĕç пырать.

            Хальхи вăхăтра институт педагогсене вĕренÿпе ăслăлăх тата методика енчен пулăшакан тата республикăн вĕренÿ системине инновциллĕ аталантаракан наукăпа тĕпчев, вĕрентÿ, эксперимент, тьютр, сăнав, проектпа эксперимент центрĕ пулса тăрать.

            Институт ĕçченĕсем вĕренÿ системине çĕнетмелли нумай-нумай проекта тата республика шайĕнчи тĕллевлĕ программăсене («Вĕренĕве Раççейре аталантарасси» мегапроекта, «Вĕренĕве Чăваш Республикинче аталантарасси» регион проектне, «Вĕренĕве çĕнетмелли комплекс проекта», «Нацин приоритет «Вĕренÿ» проектне», «Пирĕн çĕнĕ шкул» т.ыт. проекта) хатĕрлесе пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ.

            Бюджет учрежденийĕн тĕп тĕллевĕ шутне çитĕннĕ çынсен диплом хыççăнхи хăвăрт ĕçлекен вĕренÿ системине туса хурасси, педагогсемпе шкул ертÿçисен професси пĕлĕвĕн шайне, компетентноçне, ĕç ăсталăхне ÿстересси, вĕренĕве аталанма май паракан наукăпа тĕпчев тата организаципе методика системине туса хурасси кĕрет.

            Республикăн вĕрентÿ процесне хутшăнакан кашни çын институтăн педагогсемпе шкул ертÿçисен квалификацине ÿстермелли çул-йĕр уçакан, вĕренÿ пахалăхне тĕпчекен кафедрисен, центрĕсен, лабораторийĕсен пысăк квалификациллĕ специалисчĕсенчен тивĕçлĕ пулăшу илме пултарать. Институт, хăй ĕçĕнче, вĕрентÿре халь анлă сарăлнă формăсемпе (инçетрен вĕрентессипе, вебинарсемпе, on-line консультацисемпе) усă курать.

            Чăваш Республикин вĕренÿ тата çăмрăксен политики министерствин специалистсен хушма професси вĕренĕвĕн (квалификаци ÿстерекен) «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» бюджет вĕренÿ учрежденийĕ çакнашкал ĕçсем тăвать:

            – шкулчченхи, пĕтĕмĕшле, пуçламăш тата вăтам професси вĕренĕвĕн, хушма вĕренĕвĕн учрежденийĕсен педагогĕсемпе ертÿçисен квалификацине ÿстерет;

            – ют чĕлхе (акăлчан), психологи, информатика, вырăс чĕлхипе литератури, чăваш чĕлхипе литератури, пуçламăш класс, инновациллĕ менеджмент, шкул умĕнхи вĕренÿ, информаципе коммуникаци технологийĕ (ЭВМ операторĕ) специальноçĕсене вĕрентет;

            – педагогика ĕçченĕсемпе практика конференцийĕсем, конкурссем, фестивальсем, педагогика идейисен ярмăрккисем, форумсем, тренингсем, олимпиадăсем ирттерет;

            – пурнăçпа тачă çыхăннă тĕпчевсем, социологи сăнавĕсем, вĕренÿ пахалăхне тĕрĕслекен мониторингсем тăвать;

            – вĕренÿшĕн паян кун пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту тавра вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе педагогĕсене консультацисем парать;

            – федераци тата регион вĕренÿ системинче пурнăçа кĕртекен программăсемпе проектсене ĕçлеттерме методика тата организаци енчен пулăшать;

            – вĕренÿ учрежденийĕсем тата педагогика ĕçченĕсем хатĕрленĕ программăсене, проектсене, ăслăлăхпа методика тата вĕренÿпе методика ĕçĕсене экспертиза тăвать;

            – педагогикăри çĕнĕ опыта пĕтĕмлетсе шкулсенче сарать;

            – республикăра вĕренĕве аталантаруллă информацилеме йĕркелевпе техника тата методика енчен пулăшать;

            – чăваш ăс-хакăл никĕсне – чăваш чĕлхипе литературине упрас тата аталантарас тĕллевпе – ачасен вĕренÿ пултарулăхне тата культурине пĕлес интересĕсене ÿстерекен вĕренÿпе методика литератури (электрон учебниксем, пособисем, «Чăваш чĕлхи», «Пĕлÿ шыраса» ăс-хакăл вăййисем т. ыт.те) кăларса вĕренĕвĕн наципе регион енне тытса пырать;

            Институтра Чăваш Республикин хисеп грамотине, «Прессăн ылтăн фончĕ» паллине, Пĕтĕм Раççейĕн «PRO Образование» конкурсĕн «Регионсенче вĕренÿ енĕпе çыхăннă чи лайăх кăларăм» номинацийĕнче çĕнтерÿçĕ дипломне тивĕçнĕ «Халăх шкулĕ» педагогика журналĕ тухса тăрать.

 

 

Институтпа ытти учрежденисем, организацисем хушшинчи

хутшăну

            Професси енчен ытти учрежденисемпе тата организацисемпе килĕштерсе ĕçлени хушма професси вĕренĕвне аталантармалли лайăх услови тăвать. Ку ĕçре институт республикăн вĕренÿ системинче хăйне майлă ертÿçĕ пулса тăрать.

            Институтăн професси енчен çывăх партн́ёрĕсем çаксем: Раççей вĕренÿ академийĕ, РАОн «Ачалăх психологийĕпе педагогики проблемисен институчĕ» учрежденийĕ, Вĕренÿ системине аталантаракан «2100 çулсенчи шкул» регионсем хушшинчи общество организацийĕ, Федерацин вĕренÿ аталанăвĕн институчĕ, Психологи, медицина тата социологи енчен пулăшакан «Килĕшÿллĕ хутшăну» центр (Мускав) т.ыт.те.

            Килĕшÿллĕ çыхăну «Экзамен», «Академкнига-Учебник», «Баласс», «Бином», «Вета-пресс», «Дрофа», «Express Puplishing”, «Легион», «Мнемозина», «Просвещение» издательствăсемпе те пур.

            Институт ытти организацисемпе учрежденисене хăй ĕçне явăçтарнă май ăслăлăхпа практика конференцийĕсем, семинарсем, квалификацие ÿстерекен курссем, ăста урокĕсем ирттерет. Вĕсене Чăваш Республикин тата Раççейĕн паллă специалисчĕсем, методисчĕсем, учебник авторĕсем т.ыт.те хутшăнаççĕ.

            Республикăн вĕренÿ учрежденийĕсемпе институт пĕрлехи ăслăлăх тата эксперимент ĕçĕсем, мероприятисем ирттерет, проектсене пурнăçа кĕртет.

            Институт çакнашкал тĕллевлĕ программăсемпе проектсене пурнăçлама пулăшать:

            федераци шайĕнче – Федерацин пуçламăш пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн патшалăх вĕренÿ стандарчĕсене вăя кĕртме, шкул умĕнхи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп программа умне федераци тăратнă патшалăх требованийĕсене вăй пама; «Тĕн культурисен тата халăх этикин никĕсĕсем» курса вăя кĕртме, ачасене социализацилессипе çыхăннă ăнăçлă моделĕсене (ПНПОна, «Пуласлăх валли вĕрентесси», «Ăнăçу çулĕ», «1 ача – 1 компьютер» вĕренÿ талккăшне, «Сетьлĕ педагогика обществисем») пурнăçлама;

            республика шайĕнче  Республикăн Чăваш Республикинче вĕренĕве 20112020 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программине, «Чăваш Республикинче вĕренÿри пĕрлĕхлĕ информаци талккăшне 2011−2020 çулсенче аталантарасси», «Чăваш Республикинче ачасемпе çамрăксене воспитани памалли системăна модернизацилесси» программăсене, Республикăна 2011−2015 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта комплекслă аталантармалли тĕллевлĕ программăна.

            Пирĕн адрес: 428001, Чăваш Республики, Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт. Тел. (факс): (8352)58-45-22.

            Сайт: www.chrio.cap.ru  E-mail: chrio@cap.ru  СХПВ (КУ) «ЧРВИ».

            Бюджет вĕренÿ учрежденийĕн хăна çÿрчĕ майлă общежитийĕ пур. Кунта пурăнма кăмăл пуррисене вырăн пурне те параççĕ. Çавăн пекех, бюджет организацийĕн коммерци шучĕпе килĕшÿ туса икĕ пÿлĕмлĕ номерсене вырнаçма пулать.

            Пирĕнпе çыхăнмалли адрес: Шупашкар, М.Горький проспекчĕ, 5/1 çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 45-80-90 (талăк тăршшĕпе), 58-46-44 (бухгалтери), 58-51-72 (комендант).

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
http://www.chrio.cap.ru