alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хальхи тапхăрта тăван чĕлхесемпе литературăсене тĕпчессипе вĕрентессин пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем» пĕтĕм тĕнче ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ

18:00 22 января 2016 г.

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Хальхи тапхăрта тăван чĕлхесемпе литературăсене тĕпчессипе вĕрентессин пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем» пĕтĕм тĕнче ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцие паллă чĕлхеçĕсене, филологи наукисен кандидачĕсене Ю.М. Виноградовпа  А.В. Волкова доцентсене халалланă.

Конференцие Вĕренÿ институчĕн ректорĕ С.М. Савин уçрĕ, пурне те секцисенĕçне хастар хутшăнма, тухăçлă ĕçлеме сунчĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви ячĕпе паллă чĕлхеçĕсене министрăн пĕрремĕш çумĕ С.В. Петрова саламларĕ,тав хучĕ парса чысларĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Ф. Угаслов паллă вĕрентекенсене вăй-хăват сунчĕ, хастарлăхшăн, яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тав турĕ. Саламлакансен шутĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ăсчахĕсемпе вĕрентекенĕсем пулчĕç.

            Конференци программипе килĕшÿллĕн çакнашкал секцисем ĕçлерĕç:

1)     «Хальхи чĕлхепе литература вĕрентĕвĕн аталану çул-йĕрĕ»;

2)    «Тăван чĕлхене ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси»;

3)    «Тăван мар чĕлхесене ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси»;

4)    «Тăван литературăна ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси».

Конференци ĕçне Испани çĕр-шывĕн тĕпчевçи Алос-и-Фонт Эктор, Чĕмпĕр хулин 55-мĕш вăтам шкулĕн тăван чĕлхе тата литература вĕрентекенсем С.В.Марышева, В.Л.Михутдинова, Тутар, Пушкăрт, Мордва Республикисенче ирçе, мăкшă, тутар чĕлхине вĕрентекенсем, Чăваш Республикин аслă тата вăтам шкул преподавателĕсем хутшăнчĕç.

Конференци пĕтĕмлетĕвĕнче резолюци йышăнчĕç. Унта чăваш чĕлхине вĕрентес çул-йĕре палăртрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика