Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

5 – 9 классем валли тухнă кĕнекесем

5 – 9 классем валли тухнă кĕнекесем

Вĕренÿ институчĕн издательство пайĕ тăрăшнипе 2013 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне чăваш шкулĕн 5 – 9 класĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентме 2 кĕнеке тухрĕ.

            Пĕрремĕш кĕнеке вăл – «Чăваш чĕлхи. Тĕслĕх программа: чăваш шкулĕн 5 – 9 класĕсем валли / И.А. Андреев, Г.Н. Семенова, Ю.М. Виноградов. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство пайĕ, 2013. – 63 с.

            Программăна Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн тата вырăс чĕлхин вырăс шкулĕсем валли кăларнă тĕслĕх программи майлă тунă. Программа çак пайсенчен тăрать: «Ăнлантарса пани», «Чăваш чĕлхи предмечĕн содержанийĕ», «Тĕслĕх тематика планĕ», «Чăваш чĕлхи предметне вĕрентме кирлĕ хатĕрсем». «Ăнлантарса пани» пайра çак ыйтусене уçса панă: «Вĕренÿ предмене пĕтĕмĕшле хаклани», «Тăван чĕлхене вĕрентессин тĕллевĕсем», «Вĕренÿ компетенцийĕ», «Чăваш чĕлхине вĕрентнин результачĕсем», «Чăваш чĕлхи предмечĕн вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ», «Вĕренÿ содержанийĕн çĕнĕлĕхĕсем, вĕсене вĕрентесси».

            «Чăваш чĕлхи предмечĕн содержанийĕ» пайра вĕренÿ содержанине вĕренÿ копетенцийĕсенчен хăшне тума  май панине кура  пайласа тухнă.

«Тĕслĕх тематика планĕ» ĕç программи тумалли никĕс пулса тăрать.

            Вĕренÿ содержанийĕ И.А.Андреев профессорăн вĕрентĕвĕпе килĕшсе тăрать.

            Учителĕн ĕç программине çырас умĕн Программăн «Ăнлантарса пани» пайне тĕплĕн вуласа тишкермелле.

            Иккĕмĕш кĕнеке – «Хăнăхтару пуххи: 6 – 7 классем валли / Л.Г. Петрова. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн редакципе издательство пайĕ, 2013. – 127 с.

            Кĕнеке 6 – 7 класен хальхи учебникĕсенче практика енчен мĕн çуккине саплаштарма май парать, мĕншĕн тесен кунта программăпа палăртнă кашни темипех хăнахтарусем кĕртнĕ. Пособире ак учебник тулашĕнче хăварнă «Тулли мар пĕлтерĕшпе çÿрекен япала ячĕсем», «Падеж системине кĕмен аффикссем», «Тулли мар пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем тата глаголсем» сыпăксене курма пулать.

Чылай хăнăхтару условине тата ĕçе çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕн тĕллевĕсене пурнăçлама лайăхрах пултăр тесе çырнă.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика