Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

«Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» викторина

2017 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 13-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш халăх культури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă пултаруллă писатель, ăста композитор Федор Павлович Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Чăваш наци конгресĕпе тата «Хыпар» издательство çурчĕпе пĕрле викторина ирттерет.

Викторина тĕллевĕсем:

  • Чăваш Республикин шкулĕсен 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене Федор Павловăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăх ÿсĕмне курма, ун çинчен тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси;
  • сумлă çыравçăн кун-çулĕпе ĕçне-хĕлне лайăх пĕлекен ачасене тупса палăртасси, вĕсене вăйă ăмăртăва анлăрах явăçтарасси;
  • шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне, шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшасси.

Викторинăна Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

Викторина ыйтăвĕсене «Тантăш» хаçатăн 2017 çулхи 20-мĕш тата 34-мĕш номерĕсенче, «Чăваш тĕнчи» хаçатăн 2017 çулхи 1-мĕш номерĕнче, «Халăх шкулĕ» журналăн 4-мĕш номерĕнче пичетлесе кăларнă. Викторинăна хутшăнакансен ыйтусене хуравласа çырнă ĕçсене авăн (сентябрь) уйăхĕн 29-мĕшĕччен «Тантăш» хаçат редакцине çырупа (ЧР, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ., 13 çурт, 6 хут) е tantas@list.ru электрон почтăпа çитермелле.

Викторина пĕтĕмлетĕвĕ авăн (сентябрь) уйăхĕн 29-мĕшĕхыççăн пулать. Çĕнтерÿçе тата призерсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн дипломĕпе чыслаççĕ. Викторинăна хутшăннисене пурне те «Хыпар» издательство çурчĕн сертификачĕпе хавхалантараççĕ. Çĕнтерÿçе тата ыйтусене тулли хуравланă пĕр призера пукане театрне е çамрăксен театрне спектакль курма 2 билет тÿлевсĕр параççĕ.  

Викторина пĕтĕмлетĕвĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕн сайтне (chrio.cap.ru) вырнаçтарма палăртнă.

Ыйтса пĕлмелли телефон:

(8352)584644 Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕ центрĕ

e-mail:chrio6@mail.ru

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика