Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх варианчӗ, спецификацийĕ, кодификаторĕ (Демоверсия, спецификация, кодификатор ЕРЭ по чувашскому языку) - 9 класс

Чăваш чĕлхипе 2020 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх вариантне, тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен спецификацийӗпе кодификаторне, изложени тексчĕн аудиофайлне вырнаçтарнă.

Ҫак материалах РЦНОТ сайтӗнче http://ege.cap.ru/SiteMap.aspx?id=2597356 адреспа тупма пулать.

Республикӑн пӗрлехи экзаменне ирттермелли тӗрӗслевпе хаклав материалӗсен тĕп тĕллевĕ – 9 класс пĕтерекен ачан чӑваш чӗлхипе пухнӑ пĕлĕвне пĕтĕмĕшле аттестаци картинче хакласси.

Тӗслӗх варианта 9-мĕш класс пӗтерекенсене пулас экзамен тытӑмӗпе тата йӗркипе паллаштарма хатӗрленӗ: экзамен ĕçĕн тытăмне ăнлантарнă, ӗҫсен формипе шутне кăтартнă, экзамен ĕçĕсене хакламалли критерисене палăртнă. Пĕлÿ содержанийĕн элеменчĕсене ҫавӑн пекех кодификаторта ҫырса панӑ.

Экзамен 3 пайран тăрать.

1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла.

2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. Аса илтеретпĕр, 2020 çулхи экзамента темиçе хуравран пĕрне суйласа илмелли 7 ĕç тумалла.

Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче – итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла.

Вӗренекенсен пӗлӗвӗпе хӑнӑхӑвӗсене экзаменра тулли те ирĕклĕ хуравлаттарса (изложени тата сочинени çырса) тата хатĕр хуравсенчен пĕрне суйлаттарса тӗрӗслеҫҫӗ.

Усă курăр, ачасене экзамена хатĕрленме пулăшăр.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика