Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Чăваш чĕлхине инçет майпа вĕрентме хатĕрленетпĕр

Коронавируса пула çуркуннехи каникул хыççăн ачасене инçет майпа вĕрентме тивет. Çавна май Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен чи маттур учительсенчен WhatsAppра «Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем» пултарулăх ушкăнĕ йĕркелерĕ. Пуçаруçăсем кашни класпа темăсем валеçсе илчĕç те карантинта ларнă вăхăтра инçет майпа вĕрентме материал хатĕрлеме пуçларĕç.

Материала «Вĕренÿ порталĕ» (http://portal.shkul.su/) платформăра вырнаçтараççĕ. Ăна йĕркелесе яраканĕ – Владимир Юрьевич Андреев, Çĕрпÿ районĕн Михайловка шкулĕн директорĕ, Инçет вĕренÿ центрĕн ертÿçи. Центр çавăн пекех Шкул ТВ канала ертсе пырать, «Шкулта» интернет журнала кăларса тăрать, инçет мелĕпе тĕрлĕ конкурс йĕркелет.

Материал хатĕрленĕ хушăрах вĕрентекенсем Якласс, Googl Класс йышши платформăсенче ĕçлес хăнăхăва алла илеççĕ. Якласс ирттерекен вебинарсене уйрăмах активлă хутшăнаççĕ, пухнă пĕлÿ çине таянса платформăра хăйсен класĕсене те йĕркелеме пуçларĕç ĕнтĕ.

Якласс платформăра чăваш чĕлхипе инçет вĕренÿ йĕркелесе яма хатĕрленекенсене видео пулăшма пултарать. Ăна хатĕрлекенĕ – асăннă платформăра ĕçлесе пуян опыт пухнă Т.Г. Чашкова. Тамара Георгиевна Элĕк вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентет.

Çапла, пурте пĕрле кар тăрса çĕнĕлле вĕрентме хатĕрленетпĕр. «Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем» пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле материал хатĕрлеме кăмăл тăвакансене 8-967-794-66-46 (Анна Семеновна) телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика