Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Пĕтĕм чăваш диктантне итлемелли ссылкăсем

Паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2021» акци иртет.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 FM, 105.0 FM тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://chrio.cap.ru/sitemap.aspx?id=3046954 сайтра вырнаçтарнă. Компьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: chuvdiktant2021@mail.ru.

2-мĕш вариант. Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсене 13.00 сехетре çакăнта кĕтетпĕр:

1) Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, лару залĕ);

2) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш, 304-мĕш аудиторисем);

3) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче (Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, II-02-мĕш аудитори);

4) Чăваш Республикин наци библиотеки («Чăваш кĕнеки» центр, 201-мĕш пÿлĕм);

5) пурăнакан вырăнта вырнаçнă шкулсенче.

1-мĕш вариантпа çыракансем 13.00 сехетре çак ссылкăсемпе кĕрсе итлеме пултараççĕ:

Радио - Национальное радио Чувашии (ntrk21.ru)

Тaван радио - Тaван радио (ntrk21.ru)

https://instagram.com/chavashtv

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ (cap.ru)

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика