Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » 2016 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Хальхи тапхăрта тăван чĕлхесемпе литературăсене тĕпчессипе вĕрентессин пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем» пĕтĕм тĕнче ăслăлăхпа практика конференци иртет

17 декабря 2015 г.

Хисеплĕ ĕçтешсем!

            Специалистсен хушма професси вĕренĕвĕн (квалификацине ÿстерекен) «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» бюджет вĕренÿ учрежденийĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри 2016 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Хальхи тапхăрта тăван чĕлхесемпе литературăсене тĕпчессипе вĕрентессин пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем» пĕтĕм тĕнче ăслăлăхпа практика конференцине ирттерет. Конференцие Юрий Михайлович Виноградов доцент 70 çул, Альбина Витальевна Волкова доцент 55 çул тултарнине халалланă.

            Конференци программине çакнашкал секцисен ĕçне кĕртме палăртнă:

1)       «Хальхи чĕлхепе литература вĕрентĕвĕн аталану çул-йĕрĕ»;

2)      «Тăван чĕлхине ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси»;

3)      «Тăван мар чĕлхесене ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси»;

4)      «Тăван литературăне ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси».

Конференцие хутшăнма Раççей, çывăх тата инçет çĕр-шывсен тĕпчевçисене, аслă тата вăтам шкул преподавателĕсене йыхравлатпăр.

Конференцие хутшăнас текенсен хăйсен заявкине тата доклад материалне оргкомитета 2016 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 12-мĕшĕччен ярса памалла.

Адрес: 428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5.

Электрон почти: chrio11@cap.ru.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(8352)45-07-44 (чăваш чĕлхипе литератури кафедри; ертÿçи Егорова Анна Семеновна доцент);

8-919-656-24-90 (Егорова Анна Семеновнăн кĕсье телефонĕ);

8 (8352) 58-54-52 (Федорова Алевтина Рюриковна, проректор, доцент).

Подробнее>>

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика