19 февраля 2016 г.
2016 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕччен республика шайĕнче «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс иртет.
Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата Вĕренÿ институчĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен калакан закона тивĕçлĕ шайра пурнăçлакан шкулсене тупса палăртасси тата вĕсен опытне сарасси. Икĕ тапхăрпа иртекен конкурса республикăри пур шкул та хутшăнма пултарать.
Уйрăм шкулсем район тапхăрне хутшăнма тытăнчĕç те ĕнтĕ. Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Элĕк районĕн Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче республика кунне халалланă «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс шайĕпе уяв иртрĕ. Вĕренÿ институчĕн наци вĕренÿ центрĕн ертÿçи И.А. Степанова, Чăваш наци конгресĕн ĕçтешĕ Н.Бахмисов конкурса хутшăнакан шкулпа паллашрĕç, чăваш халăх çи-пуçĕн, чăваш апат-çимĕçĕн, асамлă арчасен куравĕсене хутшанчĕç. Курмалли, астивсе пăхмалли темĕн те пулчĕ: масмакĕ-сурпанĕ, тĕрри-эрешĕ, хуплу-шăрттанĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хатĕрленĕ «Ялан янратăр чăваш юрри-ташши» уяв концерчĕ пурне те тыткăнларĕ.