Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрленер!

02 марта 2016 г.

Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.

Акци 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ ял-хулара иртме тивĕç. Ирттерме палăртнă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Диктантăн задачисем çаксем:

         − чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

         − чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Акци умĕн Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ диктант тексчĕсен конкурсне ирттереме палăртнă. Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Юрий Сементер поэт, Марина Карягина тележурналист тата Леонид Маяксем писатель çырни тăрăх хатĕрленĕччĕ.

Пур енчен те пулса çитнĕ текстсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ярса памалла.

Адрес: human2000@yandex.ru

428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 29/I, ЧПГĂИ

Тел.: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26

интернет сайт:  http://www.chgign.ru

Хисеплĕ ĕçтешсем! Сире «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акцие хастар хутшăнма чĕнетпĕр!

        

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика