22 марта 2016 г.
2016-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 28–29-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Чăваш чĕлхине А.В. Блиновăн «Кала-ха» вӗренӳ хатӗрӗпе вырăсла куçармасăр вĕрентесси» темăпа семинар иртет. Семинара Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче А.В. Блинов кĕнекипе ĕçлеме хатĕрленекен учительсем хутшăнаççĕ.
Семинар программи
Тунти кун, 2016 пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗ
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 308-мĕш пÿлĕм
12.00–12.45 Александр Блинов. «Кала-ха» вӗренӳ хатӗрӗпе вӗрентмелли методика.
12.45–13.30 АнастасияКовалёва. Warm up circle. Языковая разминка. Игры на закрепление лексических тем.
13.40-15.00 Александр Блинов. «Кала-ха» кĕнеке – ирĕклĕ вĕрентмелли хатĕр.
Ытлари кун, 2016 пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗ
Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкулĕ 208-мĕш пÿлĕм
10.00–10.30 Надежда Арзамасова. Ют чĕлхене Валерия Мещерякова меслечӗпе куçарусăр вĕрентесси.
10.40–11.00 Юлия Анисимова. «Кала-ха» вӗренӳ хатӗрӗпе ирттерекен ăсталăх урокĕ.
11.10–11.30 Алина Егорова. «Кала-ха» вӗренӳ хатӗрӗпе ирттерекен ăсталăх урокĕ.
12.00–13.30 Александр Блинов. Ирӗклӗ калаҫу. Ыйтусем, сӗнӳсем. Семинар пĕтĕмлетĕвĕ.