Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадине хутшăнакансене пĕлме!

07 декабря 2016 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш республикин  вĕренÿ институчĕ 2016 çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче чăваш чĕлхи, литератури тата культурипе «Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади» (малалла – Олимпиада) ирттереççĕ.

Олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7–9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

Олимпиадăн тĕллевĕсемпе задачисем

– чăваш чĕлхине тата литературине вĕреннин пĕлтерĕшне ÿстересси;

–вĕренекен ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарасси;

– шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарасси;

– интернет технологийĕсемпе вĕренÿре усă курас хăнăхăва малалла аталантарасси.

Интернет олимпиадăна ирттермелли йĕрке

Олимпиада дистанци формипе 2016-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртет.

Олимпиадăра икĕ номинаци пулать: 1) вырăс шкулĕнче вĕренекенсем тата 2) чăваш шкулĕнче вĕренекенсем.

Олимпиадăна хутшăнакансен Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн центрне chrio6@cap.ruадреспа заявка тата ачан даннăйĕсемпе усă курма ирĕк паракан документа (согласие об обработке данных) çитермелле.

Олимпиада ыйтăвĕсене хуравлама

1) вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче 12.30 сехетре,

2) чăваш шкулĕнче вĕренекенсем валли раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче 13.30 сехетре пуçлама палăртнă.

Олимпиадăра хутшăнакансен

1) 2016 çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕччен хăвăр компьютера чăваш шрифтне кĕртĕр (чăваш шрифтне тата ăна уçласа илмелли инструкцие http://comissi.chv.su/ru/node/20 ссылкăпа кĕрсе тупма пулать).

2) вырăс шкулĕнче вĕренкенсен раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче 12 сехет те 30 минутра https://goo.gl/forms/RqjumDi6WUa7YdLW2 адреспа кĕрсе регистрациленмелле те тÿрех олимпиада ыйтăвĕсене хуравламалла.

3) чăваш шкулĕнче вĕренкенсен раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минутра https://goo.gl/forms/eCScfgovU9Sp0I3s2 адреспа кĕрсе регистрациленмелле те тÿрех олимпиада ыйтăвĕсене хуравламалла.

Çĕнтерÿçĕсене палăртни тата чыслани

Интернет олимпиадăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин дипломĕсемпе чыслаççĕ. Олимпиадăна хутшăнакан кашни ачана Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сертификатне параççĕ.

Çыхăну адресĕ

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428000 Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт,

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, наци вĕренĕвĕн центрĕ, 216-мĕш пÿлĕм,

 

Телефон  (8 8352) 584644; 89278434582

E-mail: chrio6@cap.ru

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика