18 января 2018 г.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче кăларнă 8-мĕш №-лĕ приказпа килĕшÿллĕн 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕччен тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок – 2018» регион шайĕнчи улттăмĕш фестивальне ирттерет. Фестивале Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен вĕренÿ организацийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем хутшăнма пултараççĕ.
Çак номинацисене палăртнă:
- Тăван (чăваш) чĕлхеллĕ вĕренÿ организацийĕсем
«Тăван (чăваш) чĕлхепе литература вулавĕн уçă урокĕ» (1-4 классем);
«Тăван (чăваш) чĕлхепе литературăн уçă урокĕ» (5-9 классем);
«Тăван (чăваш) литературăн уçă урокĕ» (10-11 классем).
- Вырăс чĕлхиллĕ вĕренÿ организацийĕсем
«Тăван (чăваш) чĕлхен уçă урокĕ» (1-4 классем);
«Тăван (чăваш) чĕлхен уçă урокĕ» (5-9 классем);
«Чăваш литературин уçă урокĕ» (10-11 классем).
- Професси паракан вĕренÿ организацийĕсем (училище, колледж, техникум)
«Чăваш литературин уçă урокĕ».
Фестиваль положенийĕпе «Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхипе литература. Уçă урок – 2018» регион шайĕнчи улттăмĕш фестивалĕ»баннерта паллашма пулать.
Пурне те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр!
Йĕркелÿ комитечĕ.