Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » 2018-мĕш çулхи «Туслăх хĕлхемĕ» фестивале чĕнетпĕр

09 февраля 2018 г.

Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» фестивальне ирттерет.

Фестиваль икĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр: муниципалитет шайĕнче 2018 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕччен;

2-мĕш тапхăр: регион шайĕнче 2018 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕнче иртет.

Фестивале 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕ ирттерет. Фестивалĕн республика тапхăрне хутшăнма районта/хулара малти вырăна тухнă ачасене ирĕк параççĕ. Районта тата хулара çĕнтернĕ ачасем çинчен сведени (шкул, класс тата учитель ячĕпе хушаматне туллин кăтартмалла) ăсату хучĕпе пĕрле йĕркелÿ комитетне 2018 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕччен chrio6@mail.ru адреспа ярса памалла.

 

Фестиваль номинацийĕсем

o   «Сăмах илемĕ» / «Художественное слово» конкурс

o   «Чăваш вăййи» / «Чувашская народная игра» конкурс

o   «Янра, чăваш юрри» / «Звучи, чувашская песня»

o   «Чăваш ташши» / «Чувашский танец»

o   «Чăваш апачĕ» / «Чувашское национальное блюдо» .

 

Пирĕн адрес: Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 216-мĕш кабинет (наци вĕренĕвĕн центрĕ).

Телефон:8(8352) 58-46-44

e-mail: chrio6@cap.ru .

 

Тĕплĕнрех>>>

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика