20 августа 2018 г.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасене хăйсем Чăваш çĕр-шывĕн гражданĕ пулнине туйса илме, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулăшакан тата чăваш чĕлхипе усă куракан талккăша сарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул тултарнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне ирттерет.
Конкурса Чăваш Республикин тата ун тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсенче 7–8-мĕш классенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.
Конкурса хутшăнмалли темăсем:
Тăван çĕр-шыв («Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв», «Тăван кил – ылтăн сăпка», «Тăван ен, тăван тавралăх»)
Чăваш чĕлхи («Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Нумай чĕлхе пĕлĕттĕм, тăван чĕлхене юратăттăм»)
Çемье («Çемье вăл ырлăх та телей те»)
Туслăх («Йышпа пĕрле чухне шиклĕх çук», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук»)
Конкурс икĕ тапхăрпа иртет:
1-МĔШ ТАПХĂР – муниципалитет тапхăрĕ – районта е хулара 2018 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 04-мĕшĕччен иртет.
2-МĔШ ТАПХĂР – республика тапхăрĕ – 2018 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5 çурт) пулать.
Конкурсăн республика тапхăрне хутшăнма районта (хулара) малти вырăна тухнă 2 ачана ирĕк параççĕ:
7-мĕш класра вĕренекен – 1 ача, 8-мĕш класра вĕренекен – 1 ача.
Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен:
7-мĕш класра вĕренекен – 2 ача, 8-мĕш класра вĕренекен – 2 ача.
Конкурс çинчен Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче (www.chrio.cap.ru) тĕплĕнрех паллашма пулать.
Çыхăну адресĕ
Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:
428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ)
Телефон 88352 58-46-44
E-mail: chrio6@cap.ru