08 октября 2018 г.
Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5 çурт) «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсăн республика тапхăрĕ иртет. Конкурсăн республика тапхăрне хутшăнма районта (хулара) малти вырăна тухнă ачасене йыхравлатпăр.
Аса илтеретпĕр: оратор ăсталăхĕн конкурсне Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ирттереççĕ. Ăсталăх конкурсне паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă. Конкурсăн тĕллевĕ – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасене хăйсем Чăваш çĕр-шывĕн гражданĕ пулнине туйса илме, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулăшакан тата чăваш чĕлхипе усă куракан талккăша сарасси.
Конкурса Чăваш Республикин тата ун тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсенче 7–8-мĕш классенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.
Конкурса хутшăнмалли темăсем:
Тăван çĕр-шыв («Мĕн-ши вăл, Тăван çĕр-шыв?», «Тăван кил – ылтăн сăпка», «Тăван ен, тăван тавралăх»),
Чăваш чĕлхи («Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Нумай чĕлхе пĕлĕттĕм, тăван чĕлхене юратăттăм»),
Çемье («Çемье вăл ырлăх та, телей те»),
Туслăх («Йышпа пĕрле чухне шиклĕх çук», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук»).
Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:
428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ), телефон 88352 58-46-44.