Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Атнер Петрович Хусанкая халалласа – çавра сĕтел

16 октября 2018 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш патшалăх гуманитари институчĕ 2018 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче 13.00 сехетре АТНЕР ПЕТРОВИЧ ХУСАНКАЙ 70 çул тултарнине халлаласа «Чăн чăваш филологийĕ: иртнĕ ĕмĕр ăслăлăхĕ е пирĕн пуласлăх?» темăпа çавра сĕтел ирттерет.

Кĕске справка. Атнер Хусанкай − литература критикĕ, филолог-хĕвелтухăç чĕлхисен тĕпчевçи, публицист, общество ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1978), доцент (1989), СССР Писательсен союзĕн членĕ (1987), Чăваш наци конгресĕн президенчĕ (1992-1997), Латви журналисчĕсен, «Халăхсен туслăхĕ» журналăн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чаваш комсомол, Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленсе тăракан литература премийĕсен лауреачĕ. Халĕ − Наци конгресĕн Хисеплĕ президенчĕ.

Атнер Петрович Хусанкай Шупашкарта 1948 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă, Ленинград патшалăх университечĕн хĕвел тухăç чĕлхисен факультетне (1972), СССР Наукăсен академийĕн Хĕвел тухăç чĕлхисен институчĕн аспирантурине (1976) пĕтернĕ. Çар куçаруçин тивĕçĕсене Египет араб Республикинче пурнăçланă (1970-1971).

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе тюркологи кафедринче ассистентра, аслă преподавательте, доцентра, профессорта (1978-1996) ĕçленĕ. 1990-2010 çулсенче − Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пайĕн ертÿçи, 2010-2011 çулсенче − институтăн ертсе пыракан аслă сотрудникĕ.          Социолингвистика, ономастика, куçару ыйтăвĕсен, чĕлхен поэзи тытăмĕсен специалисчĕ. 300 яхăн публикаци авторĕ.

Атнер Хусанкай «Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен» деклараци, «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» саккун (1990), «Чăваш чĕлхи кунĕ çинчен» йышăну (1992), Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем çинчен (ялавĕ, гербĕ, гимнĕ) саккун акчĕсем, çавăн пекех «Чăваш Республикин Президенчĕ çинчен», «Чăваш Республикин Президентне суйласси çинчен» саккунсем çырма хастар хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика