20 ноября 2018 г.
Аса илтеретпӗр, чӑваш чӗлхине малалла аталантарас, халӑх хушшинче сарас, пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртас, ачасен пултарулăхне йĕркелеме тата вĕсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарас тӗллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ Иван Яковлев ҫулталӑкне халалласа республика шайӗнчи «Реклама тӗнчи» конкурс ирттерет.
Конкурс 6 номинаципе иртет:
* «Чи лайӑх плакат (листовка, программа, тĕрлĕ хыпар тата ытти те)»;
* «Чи лайӑх афиша (пĕлтерÿ);
* «Чи лайӑх буктрейлер»;
* «Чи лайӑх буклет»;
* «Чи лайӑх социаллӑ реклама»;
* «Чи лайӑх видеоролик».
Конкурса Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренÿ организацийӗсен 8-11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн организацийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче) вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Хатĕр заявкăсене тата тӳленине ӗнентерекен квитанцие chuv.reklama2018@mail.ruадреспа 2018 çулхи чÿк (ноябрь) 21-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Пултарулӑх ӗҫӗсене 2018 çулхи чÿк (ноябрь) 22-мĕшĕче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче (428001, Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) халӑх умӗнче 2-3 минут хушшинче хӳтӗлемелле (презентацилемелле).
Конкурс институтӑн акт залӗнче 10 сехетре пуҫланать. Аякра ларакансене лайӑх курӑнтӑр тесе хут ҫинче хатӗрленӗ рекламӑсене фотоаппаратпа ӳкерсе экран ҫинче кӑтартмалла хатӗрлеме ыйтатпӑр.
Регистраци 9 сехетре пуҫланать. Регистрациленнӗ хыҫҫӑн экран ҫинче кӑтартмалли материала компьютера (9.00 - 9.50 сех.) куҫарса ӗлкӗрмелле, файл ятӗнче хушамата, хӑш класра вӗреннине кӑтартмалла.
Конкурс çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче (www.chrio.cap.ru ) пĕлме пулать.