30 ноября 2018 г.
2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине малалла аталантарас, халӑх хушшинче сарас, пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртас, ачасен пултарулăхне йĕркелеме тата вĕсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарас тӗллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институтӗнче «Реклама тӗнчи» конкурс иртрӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене 6 номинаципе палӑртрӗҫ:
* «Чи лайӑх афиша (пĕлтерÿ);
* «Чи лайӑх буктрейлер»;
* «Чи лайӑх буклет»;
* «Чи лайӑх видеоролик».
* «Чи лайӑх социаллӑ реклама»;
* «Чи лайӑх коммерци реклами».
Конкурса хутшӑннисене сертификатсем, ҫӗнтерӳҫӗсене вара дипломсем кӗтеҫҫӗ. Вӗсене Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн 204-мӗш пӳлӗмӗнче илме пулать.
Çӗнтерӳҫӗсене чӗререн саламлатпӑр, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.