Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тата ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсен конкурсне хутшăнма васкăр!

16 января 2019 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тата воспитательсен конкурсне ирттерет.

Конкурса Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури  учителĕсем тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен воспитательсем хутшăнаççĕ.

Конкурс номинацийĕсем:

-«Çĕнĕ мел шутласа кăларакан педагог» (новатор);

-«Ăстаçă педагог»;

-«Çамрăк педагог»;

-«Наставник педагог»;

-«Тăван чĕлхе управçи» ятарлă номинаци;

-«Меслетлĕх ĕçĕсен авторĕ».

Номинацисен ятне, йышне улăштарма ирĕк пур. Ку ирĕкпе усă курса йĕркелÿ комитечĕ тивĕçлĕ йышăну тăвать.

Конкурс материалĕсене чăвашла та, вырăсла та çырса тăратма юрать.

Конкурс кĕретлĕ тата кĕретсĕр майпа икĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр: кĕретсĕр (заочно).

Конкурса хутшăнас текен вĕрентекенсемпе воспитательсен 2019 çулхи ака уйăхĕн 08-мĕшĕччен chuvmk@mail.ruадреспа çак документсемпе материалсене ярса памалла:

1. «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» темăпа хатĕрленĕ эссе (*pdf, *doc, *docx форматсемпе 4 страницăран ытла мар хатĕрлемелле).

2. Наукăпа методика тĕлĕшĕнчен йĕркеленĕ меслет сĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем (пĕр е темиçе файл).

3. Чăваш чĕлхипе е литературипе ирттернĕ урокăн е занятин видеофрагменчĕ (10 минутран ытла мар). Видеофрагмента уçласа илмелли ссылка памалла.

4. Урокăн е занятин видеофрагментне методика тĕлĕшĕнчен тишкерсе пани (вырăсла е чăвашла).

Пĕрремĕш тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса жюри финалистсене палăртать. Вĕсем иккĕмĕш тапхăра хутшăнаççĕ.

2-мĕш тапхăр: кĕретлĕ (очно).

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртет

2-мĕш тапхăра хутшăнаканăн:

1)    конкурса тăратнă урок е заняти фрагменчĕпе мастер-класс ирттермелле,

2)    «Чăваш тумĕ – подиум çинче» кăтартăва хутшăнмалла (учителĕн хăй тăхăннă чăваш тумĕ çинчен каласа памалла).

Конкурсăн пур тапхăрĕ те иртнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсем (1, 2, 3 вырăнсем) тата номинантсем пулаççĕ.

Конкурсăн результачĕсемпе чи нумай балл пухнă учитель çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем тата ятарлă парнесем парса чыслаççĕ.

Конкурс положенийĕпе тĕплĕн паллашма ыйтатпăр.

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001, Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ).

Телефон 8 (8352) 584644.

Тĕплĕнрех...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика