12 мая 2019 г.
2019 çулхи çу (май) уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри тӑван ен историйĕпе культурине вĕрентекенсен ăсталăхне ӱстермелли «Основы преподавания курса «История и культура родного края» («Родной край»)» программăпа курс ирттерет.
Программăна алла илмелли вăхăт: 18 сехет. Кĕрет (очно) вĕренмелле.
Курса тăван ен историйĕпе культурине юлашки 1-3 çулта вĕрентнĕ е килес çул вĕрентес текенсене йыхравлатпăр.
Вĕренме килекс текенсен çу (май) уйăхĕн 13-мĕшĕччен chrio11@cap.ru адреспа вĕренÿ организацийĕн ертÿçи алă пусса çирĕплетсе сканер витĕр кăларнă заявка ямалла.
Вĕренÿ çу (май) уйăхĕн 14-мĕшĕнче 09.50 сехетре пуçланать, унччен 204-мӗш пӳлӗмре ҫырӑнмалла.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 58-47-19.