25 апреля 2019 г.
Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2019» акци ирттереççĕ. Вăл 2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче иртмелле.
Диктант çырас кăмăллисене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн акт залĕнче 13.00 сехетре кĕтетпĕр.