21 октября 2019 г.
Аса илтеретпӗр, 2019 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 24-мĕшĕнче чӑваш чӗлхине малалла аталантарас, халӑх хушшинче сарас, пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртас, ачасен пултарулăхне йĕркелеме тата вĕсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарас тӗллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче Пĕтĕм тĕнчери тĕп халăх чĕлхисен çулне халалласа регионсен шайĕнчи «Реклама тӗнчи» конкурсăн кĕрет тапхăрĕ иртет.
Ĕçсене 7 номинаципе хаклаççĕ:
– «Чи лайӑх буклет»;
– «Чи лайӑх афиша»;
– «Чи лайӑх буктрейлер»;
– «Чи лайӑх социаллӑ реклама»;
– «Шупашкар 550 çул тултарнине халалланă чи лайăх социаллă реклама»;
– «Чи лайӑх коммерци реклами»;
– «Чи лайӑх видеоролик».
Конкурс 10.00 сехетре 308-мĕш аудиторире, регистраци 09.00 сехетре пуçланать.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(8352) 58-47-19.
Заявкăсене юпа уйăхĕн 23-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: chuv.reklama2019@mail.ru .