20 декабря 2019 г.
2020 ҫулхи кăрлачăн 9-11-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри «Вĕренекенсене патшалăхăн чăваш чĕлхипе ирттерекен пĕтĕмлетӱ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ӱстересси» программăпа курс ирттерет.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем 2020 çулхи экзамен тытӑмӗпе, текст тишкермелли методикӑпа паллашӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ фомӑсене алла илӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетӗҫ, шкул ачисен 2019 çулта иртнĕ экзаменра тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерӗҫ.
Вĕренме килӗр! Экзамента «5» илтерме хатӗр пулӑр!