18 сентября 2020 г.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасене хăйсем чăваш пулнине кăтартма, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулăшас, яш ачасен хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне ирттерет.
Конкурса йĕркелекенĕ – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ.
Конкурса Чăваш Республикинчи тата ун тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсен 7–8-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.
Конкурса хутшăнмалли темăсем:
1) Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?
2) Илемлен, Чăваш çĕр-шывĕ!
3) Республикăшăн усă ĕç тăвасчĕ.
4) Чăвашсем, чăмăртанар!
5) Чăваш çĕрĕ, пурăн ĕмĕр.
Конкурс чăвашла иртет. Конкурса хутшăнакансен чăвашла анчах калаçмалла.
Конкурс икĕ тапхăрпа иртет:
1-МĔШ ТАПХĂР – муниципалитет тапхăрĕ – районта е хулара 2020 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен иртет. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне район е хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕсем ирттереççĕ.
2-МĔШ ТАПХĂР – республика тапхăрĕ 2020 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕччен кĕретсĕр (заочно) иртет.
Конкурсăн 2-мĕш тапхăрне хутшăнма районта е хулара малти вырăна тухнă 2 ачана ирĕк параççĕ: 7-мĕш класра вĕренекен 1 ача, 8-мĕш класра вĕренекен 1 ача.
Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашка рхулисенчен:
7-мĕш класра вĕренекен 3ача, 8-мĕш класра вĕренекен 3ача.
Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:
428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 217-мĕш пÿлĕм (регион аталанăвĕн центрĕ).
Телефон 88352 459996
E-mail: chrio6@cap.ru